Канаш районӗнчи Хучелте пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ Культура ҫуртӗнче кӗтсе илеҫҫӗ

Ӑна "Культура хутлӑхӗ" регион проекчӗпе килӗшӳллӗн туса лартнӑ. Ялти клуба уҫнӑ ҫӗрте республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та пулчӗ.

Культура вучахӗ - ял илемӗ. Капӑрлатнӑ керменкке шала кӗричченех уяв кӑмӑлӗ кӳрет. Хӑтлӑ та ҫутӑ пӳлӗмсем, вӗр-ҫӗнӗ сӗтел пукан куҫа савӑнтарать. Светлана Каликова министр "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал виҫӗ ҫӗнӗ клуб туни, пӗрне тӗпрен юсани, "Вырӑнти культура ҫурчӗ" программӑпа 19 ял клубне юсани тата 17-шне хальхилле ҫӗнетни ҫинчен каласа пачӗ. Республикӑри культура аталанӑвне кӑҫал 555 миллион тенкӗ хывнӑ. Пухӑннисен ку енӗпе канашламалли чылай.

 

Марина Карягина, Игорь Зверев