Камерӑран хӑрамаҫҫӗ, кӑткӑс ыйтусем параҫҫӗ

Ҫӗмӗрлери 2-мӗш шкулта вӗренекенсем Пӗтӗм Раҫҫейри "Мобильный репортаж" видеоконкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнче 2016-мӗш ҫултанпа "Прожектор" ача-пӑча студийӗ ӗҫлет. Унта журналистпа блогер ӑсталӑхне вӗрентеҫҫӗ.

Ҫамрӑк блогерсемпе журналистсем тӑтӑшах интернета видео вырнаҫтараҫҫӗ. Унта усӑллӑ сӗнӳ-канаш параҫҫӗ, шкул пурнӑҫӗнчи хыпарсене пӗлтереҫҫӗ, тӗрлӗ специалистпа интервью хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсен каналӗнчи видеосене пурӗ 86 пин ытла ҫын кӗрсе пӑхнӑ. Студие вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентекен Юлия Жданович ертсе пырать. Паха кӑларӑмсем тӑвас тесен лайӑх хатӗрпе ӗҫлемелле. Ҫӗмӗрлесем 2019-мӗш ҫулта 124 пин тенкӗ Президент грантне тивӗҫнӗ, фотоаппарат, стабилизатор туяннӑ. Кӑҫал та ҫитӗнӳпе палӑрнӑ вӗсем. Тепӗр хут Президент грантне илнӗ. 386 пин тенкӗпе чаплӑ видеокамера, икӗ ноутбук туянас тӗллевлӗ. 

 

Алена Артемкина