Кӑҫал Республика кунне Шупашкарпа пӗрлех Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче паллӑ тӑвӗҫ

Ҫавна май муниципалитетра ҫӗнӗ объектсем хута ярӗҫ, ҫул-йӗре йӗркене кӗртӗҫ, вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалласа лартнӑ палӑксене ҫӗнетӗҫ.

Турхан ялӗнчи библиотекӑна вара нумай пулмасть юсанӑ. Ӑна хальхи йышши хатӗрсемпе, ҫӗнӗ кӗнекесемпе тивӗҫтернӗ. Унта Республика Пуҫлахӗ Олег Николаев ҫитсе курчӗ. 

Турханти библиотекӑна "Культура" наци проекчӗпе ҫӗнетнӗ. Унта 6 ялта пурӑнакансем ҫӳреҫҫӗ. Пурӗ 5 миллион тенкӗ ӗҫе янӑ. Библиотека 5 пайран тӑрать. Вулав залӗсӗр пуҫне, калаҫу вырӑнӗ, ача-пӑча лаптӑкӗ пур. Ҫавӑн пекех кӑмӑл тӑвакансем кунти компьютерпа усӑ курма пултараҫҫӗ. Вулавӑша 3 пин кӗнекепе пуянлатнӑ. Олег Николаев пӳлӗмсене пӑхса ҫаврӑннӑ май, кунта тӗрлӗ ӑрури ҫынсем вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пултарнине палӑртрӗ. Районти экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫӑн аталану ҫул-йӗрне канашлура сӳтсе яврӗҫ. Вӑл шутра демографи лару-тӑрӑвӗ кӑткӑс. Ял ҫыннисене шывпа тивӗҫтересси те ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. 

 

Алена Артемкина, Дарья Паскарюк, Владимир Синдеев