Халӗ кирлӗ мар пулин те, тытса пӑхма ҫав тери кӑсӑклӑ

Пурнӑҫ аталаннӑ май ӗлӗк усӑ курнӑ япаласем манӑҫа ан тухчӑр тесе тӑрӑшать Элӗк районӗнчи Йӑранарта пурӑнакан 82-ри Галина Гордеева. Вӑл кивӗ, лайӑх упранса юлнӑ япаласене пухса килӗнче музей йӗркеленӗ.

Ку уншӑн - астӑвӑм пӳлӗмӗ. Пӗртен-пӗр хӗрӗ Ольга питӗ ир - 18-тах пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 30 ҫул ытла ӗнтӗ Галина Николаевна чунри хуйха ӗҫпе пусарса пурӑнать. Хӗрӗн пӳлӗмӗнчи хӑмасене сӳтнӗ те вӗсемпе музей валли кӗтес тунӑ. Сӑмах май, Ольӑн япали кунта чылай. октябрёнок, пионер, комсомол паллисем, шкулта лайӑх ӗлкӗрсе пынӑшӑн панӑ наградӑсем. Вӗсем халь ҫитӗнекен ӑрушӑн кӑсӑклӑ экспонатсем. Кил-хуҫалӑхри ытти япаласене те кунта вырнаҫтранӑ Галина Николаевна.

 

Алена Артемкина, Владимир Синдеев