Ҫулран-ҫул пухӑнса пынӑ тасамарлӑхран ҫӗр лаптӑкне 4 машин-трактор тирпейлет. Вун-вун ҫул ӳссе анлӑланса пынӑ полигон халӗ хупӑ. Свалкӑна йӗркене кӗртмелли проекта 2017-мӗш ҫултах хатӗрленӗ. Ӑна тӗрлӗ шайри экспертиза витӗр кӑларса кӑҫал тин "Экологи" наци проекчӗпе пурнӑҫлама тытӑннӑ. Подрядчик пӗр тӑхтамасӑр ӗҫе пикеннӗ.
Алиса Александрова, Никита Углев