Элӗк районӗнчи Тавӑтри вӑтам шкул кӑҫал таврари 11 ялта пурӑнакан 161 ачана йышӑнма хатӗрленет. Халӗ кунта юсав пырать. 47 ҫул каялла хута янӑскере пӗлтӗр 50 процент ытла юхӑннӑ тесе ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑнпа та кӑҫал ӑна тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ. Элӗкре вара 240 ача вырнаҫма пултаракан ҫӗнӗ сатик тӑваҫҫӗ. Унӑн хакӗ 204 ытла миллион тенкӗ. Контракт тӑрӑх иртнӗ уйӑхрах хута ямалла пулнӑ ҫурта 60 процент таран ҫеҫ тунӑ-ха. Малтанласа ҫирӗплетнӗ проекта улшӑнусем кӗртсе килӗшӗве чӳк уйӑхӗччен тӑсма тивнӗ. Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Элӗкри "Хӗлхем" спорт шкулӗнчи лару-тӑрупа та кӑсӑкланчӗ. Иртнӗ ҫул кунта хушма ҫурт лартса ишмелли хӑтлӑ бассейн тунӑ.
Алексей Енейкин, Михаил Солин