Ехремкасси ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансене ӗмӗртен упранса пыракан йӑласем пӗрлештереҫҫӗ. Кунта яланах "Алран кайми" халӑх гимне юрласа акатуй пуҫланӑ, ӗҫре малта пыракансене чысланӑ, вӑйӑ картинче юрласа ҫаврӑннӑ, тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттернӗ, така пусса шӳрпе пӗҫернӗ. Хальхинче те уяв ялсем мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен, ку тӑрӑхри мухтавлӑ ҫынсем пирки каласа панинчен пуҫланчӗ. Вырӑнти пуҫлӑхсем, Шупашкартан килнӗ сумлӑ хӑнасем тивӗҫлисене Тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе хавхалантарчӗҫ. Чылай ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсене, вӑрӑм ӗмӗрлӗ ентешӗсене, ӗҫри хастарсене чыслани те - пархатарлӑ самант. Пухӑннисем ҫавӑн пекех "Хӗр вӑрлани тата ӗлӗкхи чӑваш туйӗ" йӑлапа кӑсӑкланса паллашрӗҫ.
Марина Карягина, Николай Семёнов