Елчӗк районӗнче йӑлана кӗнӗ пулӑҫсен турнирӗ иртрӗ

Унта ҫулсерен Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Каҫал тата Канаш тӑрӑхӗнчен килнӗ пулӑҫсем тупӑшаҫҫӗ.

Родион Соловьев судьяна асӑнса иртекен ӑмӑртӑва пулӑҫсем ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑр йышлӑн пухӑнчӗҫ. Таяпа Энтри ялӗ ҫумӗнчи пӗвене пурте тенӗ пекех лайӑх пӗлеҫҫӗ. Кӑҫалхипе 14-мӗш хут иртекен пулӑҫсен турнирӗ кунта темиҫе хут та халӑха пухнӑ. Тупӑшу кашнинчех уяв евӗр иртет. Чи хӑюллисем малтанах ӑмӑртса пӑр шӑтараҫҫӗ. Тупӑшӑва пӗтӗмпе 22 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Кашнинчех 3 пулӑҫ. 

 

Алексей Енейкин, Петр Никифоров