Пӗренешре паян 152 хуҫалӑх шутланать, вӗсенче 222 ҫын пурӑнать. Пачах шывсӑр юлас мар тесе тарăн ҫӑлсем чавтарнӑ çемьесем те йывăрлăхран тухайман. Е ҫӑлӗ типнӗ, е шывӗ ӗҫме юрӑхсӑра тухнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усракансене уйрӑмах йывӑр. Ҫынсем хаклă шĕвеке шыраса витресемпе ҫырмана утаҫҫӗ. Ӗне-пӑрушкасене пĕрре шӑварма сахалтан та 10 витре шыв кирлĕ. Теприсемшӗн вара харпăр хăй валли апат пӗҫересси те чĕр нуша.
Леонид Петров, Виктор Степанов