Ҫывӑх вӑхӑтра Етӗрне тӑрӑхӗнчи пур шкулпа сатике ҫӗнетеҫҫӗ

Кун пирки Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева районта ӗҫлӗ ҫӳревпе пулнӑ май пӗлтерчӗ. Вӑл юсава хатӗрленекен Етӗрнери 3-мӗш шкул ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫывӑхрах паллашрӗ.

Етӗрнери 3-мӗш шкула юсама 56 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫывӑх кунсенче подрядчике палӑртса килӗшӳ тумалла. Ӗҫе икӗ тапхӑра пайланӑ. Строительство вӑхӑтӗнче ачасем хулари 1-мӗш гимназире вӗренӗҫ. Тепӗр ҫул юсав тума тата 26 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Унпа шкул лаптӑкне тирпей-илем кӗртеҫҫӗ, вӑл шутра асфальт сараҫҫӗ. Иртнӗ ҫул федераци проекчӗпе учрежденире пӗр миллион ҫурӑ тенкӗлӗх лаборатори хатӗрӗсем туяннӑ. Унсӑр пуҫне "Точка роста" программӑпа 3 пӳлӗме тӗпрен юсанӑ, 2 миллион тенкӗлӗх оборудованипе тивӗҫтернӗ. Хальхи вӑхӑтра ку кабинетсемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Аслӑ классем социаллӑ экономика, химипе биологи, физикӑпа хими предмечӗсене тарӑннӑн тӗпчеҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене аслӑ шкула вӗренме кӗме пулӑшӗ. 

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров