Ҫур ҫулта вӗҫлемелли ӗҫ ҫулталӑклӑха тӑсӑлнӑ

Йӗпреҫри район больницинче юсав епле пынипе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ.

Пациентсене ҫуркуннех йышӑнма пуҫламалла пулнӑ пулин те, медицина учрежденийӗ ҫулталӑк ӗнтӗ хупӑ. Ӑна юсама тата таврашне йӗркене кӗртме пӗлтӗр республика бюджетӗнчен 24 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Строительсен мӗн-пур ӗҫе ҫур ҫулта вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах рабочисем планран самай тӑрса юлнӑ. Подрядчик каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн сӑлтавӗ - проектпа смета докуменчӗсенче чылай ӗҫе шута илменни.

 

Алиса Александрова, Михаил Солин