Йӑлана кӗнӗ йӗркепе, шыва кӗмелли тапхӑр паянтан пуҫланмаллаччӗ. Анчах та ҫӗршыври кӑткӑс лару-тӑру ҫак вӑхӑта куҫарма хистет. Апла пулин те ятарласа йӗркеленӗ кану вырӑнӗсен ҫынсене кӗтсе илме хатӗр пулмалла. Ҫӗмӗрле хулинчи халӑхра "дамба" ятпа пӗлекен пӗве кӑҫалтан хӑтлӑ та илемлӗ пулмалла. Унта халиччен те шыва кӗнӗ, Кӑшарнире вакка чӑмнӑ, пулла ҫӳренӗ. Килсе ҫӳреме ҫывӑх та меллӗ. Ҫак лаптӑка кирлӗ пек йӗркелесе ҫитерес яваплӑха хӑйсем ҫине илнӗ предпринимательсем те тупӑннӑ.
Алиса Александрова, Никита Углев