Хула варринче вырнаҫнӑ виҫӗ хутлӑ ача сачӗ - шкул ҫулне ҫитменнисен районти чи пысӑк вӗренӳ учрежденийӗ пулать. Ҫӗнӗ ҫурт хӑтлӑ та илемлӗ. Кунта пӗчӗккисене тӗрлӗ енлӗ аталанма, вӗсен тавракурӑмне ӳстерме тивӗҫлӗ майсем йӗркеленӗ. Сӑмахран, ятарлӑ студире ачасем воспитательсемпе пӗрле мультфильмсем хатӗрлӗҫ. Ҫак пӳлӗмре вара агролаборатори вырнаҫнӑ. Кунта пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсемпе паллаштарӗҫ. Унсӑр пуҫне кунта чӑваш культурипе йӑли-йӗркине те пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ҫакӑн валли пӗчӗк музей йӗркеленӗ.
Елена Дмитриева, Татьяна Самсонова, Семен Антонов