Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунинче Канаш элеваторӗн тӳпи те пур. 1928-мӗш ҫулта хута янӑ предприяти Совет ҫарне ҫӑкӑрпа тивӗҫтернӗ, унта ӗҫ пӗр кунлӑха та чарӑнман. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче вара йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ те, унтанпа аталанайман. Кӑҫал тинех элеватор тӗлӗшпе Республика Правительствипе Раҫҫей агролизинг компанийӗ йышӑну тунӑ - ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма килӗшсе татӑлнӑ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов