Ҫитес 5 ҫулти аталану программинче туризм ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ

Чӑваш Ене хӑнасене илӗртес тесен вӗсем валли тивӗҫлӗ майсем туса памалла. Ҫавна май "Валдай" кимӗ туянма палӑртнӑ.

Ун хӑватлӑхне тӗрӗслес тӗллевпе регион ертӳҫи Олег Николаев ытти пассажирсемпе пӗрле Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине ҫул тытрӗ. "Валдай"- хальхи йышши, хӑварт ҫӳрекен кимӗ. Унпа пассажирсене турттараҫҫӗ. Вӑл сехетре 65 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа кайма пултарать. Шыв ҫийӗн ҫӳремелли хатӗре 45 ҫемҫе ларкӑчпа тивӗҫтернӗ. Ҫуллахи тапхӑрта республикӑра Юханшыв порчӗ 23 пин пассажира турттарнӑ. Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ Шупашкартан тата тӗп хуларан Атӑл тӑрӑхӗнчи тӗрлӗ хулана кӗске вӑхӑтра ҫитме май пулӗ. Чӑваш Ен валли ҫакнашкал пӗр кимӗ туянма палӑртнӑ. Хакӗ 115 миллион тенкӗ. 

 

Алена Артемкина, Андрей Шоклев