Чун ыйтни, халӑх пуҫарӑвӗ тата пуҫлӑхсен пулӑшӑвӗ

Ҫакӑн пек ҫыхӑнура тӗвӗленсен пысӑк ӗмӗтсем те пурнӑҫа кӗрсе чӑна ҫаврӑнаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Урпаш ялӗнче "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа килӗшӳллӗн спорт лапамӗ уҫӑлчӗ. 

Вырӑнти халӑх сӑмахӗпе Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Урпаш халӑхӗ 1500-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчех ҫак хитре тӑрӑха куҫ хывнӑ. Ҫав авалхи вӑхӑтсенчен ҫырӑнать те ял историйӗ. Ытарми ҫут ҫанталӑк ытамӗнче вырнаҫнӑран кунта пурӑнакансем те сӑнран кӑна мар, чунпа та илемлӗ, шухӑшлавӗ те ырӑ. Ӗлӗкрен туслӑ пурӑнма тӑрӑшни урпашсене паян кун та ял пурнӑҫӗнче хастар пулма хистет. Халӑх пуҫарӑвӗн программи тавра пӗр тӗллев тытса вӗсем ҫухрӑм таран асфальт ҫул сарма тата спорт лапамӗ туса лартма пултарнӑ. Ӑна уҫас ӗҫе ял-йыш ваттисен йӑлине пӑхӑнса туррӑн пиллӗхӗпе пуҫларӗ.

Ҫак уяв ялти мӗнпур ҫынна пӗрлештерет. Малтан вара урпашсем пӗрле пухӑнса пысӑк ӗҫ тунӑ. 80 ытла кил-хуҫалӑхран тӑракан пуҫаруллӑ ял-йыш ниме программине хутшӑнса Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ.

Хастарсем, паллах, сахал мар тар тӑкнӑ. 6 миллион та 700 пин тенке ларнӑ проектӑн сасӑлавӗ витӗр тухасси те ҫӑмӑл пулман. Ҫавах та ҫине тӑрса вӑй хуни сая кайман.

Пӗрле тунӑ ҫитӗнӳсем ял халӑхне хӑйсен вӑйне шанса малалла тата та тухӑҫлӑрах тӑрӑшма хавхалану параҫҫӗ.

Чӑн та, -Пӗр ҫын утсан йӗр юлать, халӑх утсан ҫул пулать,- тенӗ ваттисем. Ял старости сӑмахӗпе, ҫитес вӑхӑтра урпашсем вӑрҫӑра пуҫ хунисен астӑвӑм мемориалне тӑвасшӑн. Халӑх ӗмӗтӗнче ытти пархатарлӑ ӗҫ те чылай.

Ҫапла "Ниме - халӑх хысни" программа малашне те мӑн асаттесен ҫӗрне курӑк пусса илесрен, ялсене сӳнесрен сыхлӗ.

Алексей Енейкин, Александр Герасимов