Чиркӳпе пӗрле ял та аталанать

Шупашкар районӗнчи Шемшерте пысӑк уяв иртрӗ. Пухӑннисем яла тата унта вырнаҫнӑ Таса Турӑ Амӑшӗн Успени чиркӗвне никӗсленӗренпе 200 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ.

Ҫавра ҫула халалланӑ савӑнӑҫлӑ кӗлле Чӑваш тата Шупашкар митрополичӗ Савватий ирттерчӗ. Чиркӗве 1821 ҫулта хута янӑ. Ӑна тума купсасем укҫа уйӑрса панӑ, 4 ҫул хушшинче туса пӗтернӗ. Шемшерти Турӑ ҫурчӗ икӗ ӗмӗр хушшинче пӗрре те хупӑнман. Совет тапхӑрӗнче кунта нумай ҫынна шыва кӗртнӗ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Республикин пӗрремӗш президентне Николай Федорова та. Уява Шемшер халӑхӗ хастар хутшӑнчӗ. Ял та чиркӳпе тан - 200 ҫул ӗнтӗ аталантать. Паллӑ кун тӗлне Турӑ ҫуртне ҫӗнетсе илемлетнӗ. Ҫак ӗҫре ыркӑмӑллӑ ҫынсем май килнӗ таран пулӑшнӑ. 

 

Надежда Александрова, Зинаида Паршагина