Ҫӗрпӳре 240 ача валли ҫӗнӗ кермен хута кайрӗ

Ӑна пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Виҫӗ хутлӑ ҫуртра мӗн кирли пурте пур.

"Росинка" садике "Демография" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗклесе лартнӑ. Унӑн хакӗ 217 миллион тенкӗ ытла. Ӗҫсене "ПМК-8" пӗрлешӳ пурнӑҫланӑ. Ачасем кунта бассейна ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ. Пӗчӗккисен тавракурӑмне ӳстерекен мультстуди те пур. Шӑпӑрлансем хӑйсем тӗллӗн мультфильмсем калӑплама хӑнӑхса пыраҫҫӗ. Ҫакӑ та кӑсӑклӑ, вӗсене пӗчӗклех ҫӗр ӗҫне хаклама вӗрентеҫҫӗ. 

 


Надежда Александрова, Вадим Владимиров