Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьелте тепӗр ҫул ҫӗнӗ котельнӑй хута каймалла

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев вырӑна ҫитсен паллӑ пулчӗ, ҫавӑн пекех вӑл унта муниципалитета аталантарассипе ҫыхӑннӑ канашлу ирттерчӗ.

Регион ертӳҫин ӗҫлӗ ҫул ҫӳревӗ алӑксем тӑвакан "Эстет" фабрикӑран пуҫланчӗ. Кунта кӑларакан продукцине хамӑр патра кӑна мар, ытти ҫӗршывра та сутаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Олег Николаев Патӑрьелти ӑшӑпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса пама вырӑна ҫитрӗ. Ялти котельнӑя 1963-мӗш ҫулта хута янӑ. Хатӗрсен 90 проценчӗ кивелсе юрӑхсӑра тухнӑ, икӗ хуранӗ та ӗҫлемест. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн сӑмахӗпе, кӑҫал шкулсене тата ытти социаллӑ учрежденисене ӑшӑ ҫитереҫҫех, анчах пӳлӗмсенче сивӗ пулать. Олег Николев уйӑх вӗҫлениччен ҫак йывӑрлӑхран тухмалли сӗнӳсем хатӗрлеме хушрӗ.

 

Ирина Николаева, Екатерина Данилова, Никита Углев