Ҫӗмӗрлесем тивӗҫлӗ канурисене пушӑ вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттерме майсем туса панӑ

Ҫавӑн пекех хулара ятарлӑ программӑпа ача сатне юсанӑ, урамсене тирпей-илем кӗртнӗ. Ҫӗнӗлӗхсене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вырӑна ҫитсе хакларӗ.

Тивӗҫлӗ канурисене пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме, чун киленӗҫӗ тупма, пӗр-пӗринпе хутшӑнма майсем туса парассипе ҫӗмӗрлесем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Нумаях пулмасть кунта "Демографи" наци проекчӗпе тата Чӑваш Ене аталантарамалли 5 ҫуллӑх программӑпа килӗшӳллӗн "Манӑн социаллӑ центр" ятлӑ клуб уҫнӑ. Вӑл халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрта вырнаҫнӑ. Халь кунта яланах ҫын йышлӑ. 

 

Алена Артемкина, Алиса Александрова, Вадим Владимиров