Ҫӗмӗрлери ӑшӑпа шыв тытӑмӗн 80 проценчӗ юхӑннӑ

Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев вырӑнти ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫӗпе тата хальхи вӑхӑтра унта мӗнле улшӑнусем пулса иртнипе паллашрӗ.

ӗмӗрлери ҫак котельнӑя 30 ҫул каялла хута янӑ. Вӑл кӑлтӑксӑр ӗҫлет пулин те, самай тӑкак кӳрет. Кивелнӗ тытӑм ӑшшине нумай сая ярать, газшӑн, ҫутӑшӑн парӑмсем ӳссех пыраҫҫӗ. Унӑн ӗҫне вара 28 ҫын йӗркелесе пырать. Ҫӗнӗ йышши котельнӑйсем пач урӑхла ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗмӗрлере ҫуртсене ӑшӑ паракан ҫакнашкал 6 центр. Автомат мелӗпе хӑйсене хӑйсем ӗҫленине пула 6 ҫын тимлени те ҫителӗклӗ вӗсемшӗн. 

Алиса Александрова, Никита Углев