ӗмӗрлери ҫак котельнӑя 30 ҫул каялла хута янӑ. Вӑл кӑлтӑксӑр ӗҫлет пулин те, самай тӑкак кӳрет. Кивелнӗ тытӑм ӑшшине нумай сая ярать, газшӑн, ҫутӑшӑн парӑмсем ӳссех пыраҫҫӗ. Унӑн ӗҫне вара 28 ҫын йӗркелесе пырать. Ҫӗнӗ йышши котельнӑйсем пач урӑхла ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗмӗрлере ҫуртсене ӑшӑ паракан ҫакнашкал 6 центр. Автомат мелӗпе хӑйсене хӑйсем ӗҫленине пула 6 ҫын тимлени те ҫителӗклӗ вӗсемшӗн.
Алиса Александрова, Никита Углев