Ҫӗмӗрлере хӗлӗн-ҫӑвӗн ӑсталӑха туптама май паракан футбол манежне "Труд" стадион ҫывӑхӗнче тӑвӗҫ. Проектпа смета докуменчӗсем хатӗрпе пӗрех. Футбол уйӗсӗр пуҫне кунта хывӑнса тӑхӑнмалли, ҫӑвӑнмалли 2 пӳлӗм, тренерсен пӳлӗмӗсем пӑхса хунӑ. Маларах шутласа палӑртнӑ тӑрӑх, строительствӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 100 миллион тенке яхӑн.
Элӗкре вара "Спорт - пурнӑҫ норми" проектпа килӗшӳллӗн 2009-мӗш ҫулта хута янӑ "Хӗлхем" физкультурӑпа спорт комплексӗ ҫумӗнче бассейн тӑваҫҫӗ. Пур енлӗн аталанма май паракан керменте малашне ачасене шывра ишме май туса парасси - элӗксемшӗн тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм.
Алиса Александрова, Никита Углев