Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енре пӗр миллиард та 300 миллион тенкӗлӗх 2 пине яхӑн проект ӗҫе кӗртнӗ. Кӑҫал ку программӑпа тӗрлӗ шайри бюджетсенчен 650 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫӗмӗрле ялӗнче харӑсах темиҫе лаптӑкра ҫул сараҫҫӗ. Республика кунне хатӗрленсе тӗп урама Чӑваш Ен гранчӗпе ҫӗнетеҫҫӗ пулсан, ыттисене - халӑх пуҫарӑвӗн программипе. Мичурин урамӗнчи ҫул тӑршшӗ пӗр ҫухрӑм ытларах. Кунта пурӑнакансем йӗпе - сапара сахал мар нуша курнӑ. Ҫулӑн пӗтӗмӗшле хакӗ икӗ миллион та 300 пин тенкӗ. Ҫавӑн пекех ялти тепӗр икӗ урамра строительство пырать. Пӗринче - асфальт, тепринче вак чул сараҫҫӗ. Мӗн пур ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Леонид Петров, Вадим Владимиров