Ӑста специалистсене хатӗрлес тесен пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлемелле

Ҫакӑн пирки Вӑрнарта иртнӗ канашлура калаҫрӗҫ. Тӗслӗх вырӑнне ял хуҫалӑх техникумӗ ҫумне поселокри 1-мӗш шкула ҫирӗплетсе ҫӗрпе ӗҫлес кӑмӑллӑ специалистсене хатӗрлес ыйту пулчӗ.

Ҫавра сӗтел тавра пуҫтарӑниччен Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева тата Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов техникумра уҫӑлнӑ ай-ти куб ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, кунта кулленех ҫӳрекен ачасемпе калаҫрӗҫ. Вӑрнар техникумӗнче мӗн сӑлтавпа пуҫтарӑннине кура вӗренекенсен малашнехи шухӑш-тӗллевӗпе кӑсӑкланчӗҫ. Чылайӑшӗ пӗр-пӗр професси алла илсен пысӑк хулара тӗпленсе ӗҫлесе пурӑнасшӑн. Канашлура 2 вӗренӳ учрежденине пӗр тӗллевлӗн ӗҫлеттересси пирки сӑмах пычӗ. Пуҫтарӑннисем кашни хӑй шухӑшне палӑртрӗҫ. 

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов