3 хутлӑ капмар ҫурт ҫӗкленет

Чӑваш Енре халӗ 3 ҫӗнӗ шкул тата 9 ача сачӗ тӑваҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри ҫулталӑк вӗҫлениччен Элӗк районӗнче хута каймалла. Пулас садикри ӗҫсемпе Вӗренӳ министрӗ Алла Салаева паллашрӗ.

Элӗкри ача садне уҫнӑранпа кӗҫех пӗр ӗмӗр ҫитет. Паян вӑл пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарнӑ икӗ ҫуртра вырнаҫнӑ. Анчах та вӗсем самай юхӑнма ӗлкӗрнӗ. Ҫакна шута илсе кунта 240 ача йышӑнма пултаракан ҫӗнӗ садик тума пуҫланӑ. Унӑн хакӗ 200 ытла миллион тенкӗпе танлашать. Ҫурт 3 хутлӑ. Унта шкул ҫулне ҫитменнисен 12 ушкӑнӗ вырнаҫӗ. Кунтах хальхи самана ыйтнине тивӗҫтерекен бассейн пулмалла. Ҫурта палӑртнӑ тӑрӑх тепӗр икӗ уйӑхран туса пӗтермелле. Анчах та, тӗрлӗ йывӑрлӑха пула ӗҫсем 2 уйӑх майлӑ юлса пыраҫҫӗ. Ҫавна май строительство графикне улшӑнусем кӗртнӗ. 

 

Алексей Енейкин, Ульяна Питакова, Георгий Кривошеин