Шупашкарта Никола Тесла паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ

Ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑм Пӗтӗм Раҫҫейри релестроени наукӑпа тӗпчев институчӗн ҫаврҫулӗпе пӗр килчӗ.

Никола Тесла ячӗ ҫӗр-ҫӗр изобретенипе ҫыхӑннӑ. Вӑл тӑрӑшнипе, тӗпченипе, шутласа кӑларнипе халӗ пралуксӑр ҫыхӑну, телефонсем, электродвигательсем пур. Сӑмах май, тӗпчевпе наука институчӗ 2015-мӗш ҫулта тӗп хулара пурӑнакансене парне тунӑ - серби ӑсчахӗн палӑкне вырнаҫтарнӑ, ун таврашӗнче вара сквер уҫнӑ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ питӗ вырӑнлӑ. Никола Тесла - тӗнчере электротехникӑна аталантарса яраканӗ, Шупашкара вара Раҫҫейӗн электротехника тӗп хули теҫҫӗ. Ӑслӑлӑх тӗпчевӗсемсӗр пуҫне компани ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче те хастар. "АБС Электро" предприятин ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ Мария Уляшева сӑмахӗпе вӗсен тӗп тӗллевӗ - йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасемпе ӗҫлесси. Ҫавӑнпа та реабилитаци центрӗсемпе, ача ҫурчӗсемпе, нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тачӑ ҫыхӑнура. 

 

Алиса Александрова, Екатерина Данилова, Игорь Ульянов