Малашлӑха пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшакан конкурс

Кино производстви, телевиденипе радио тата телекоммуникаци тытӑмӗнчи ҫӗнӗлӗх шутласа кӑларакан студентсен "Пӗрремӗш утӑм" конкурсне заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Кӑҫалхипе вӑл 4-мӗш хут иртет. Ҫывхаракан тупӑшӑва унчченхи пекех Чӑваш патшалӑх университечӗн ушкӑнӗ хатӗрленет. 

"Первый шаг" конкурса наукӑпа ӗҫлекенсем йышлӑ хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш Енри "Радисты" ушкӑнра Чӑваш патшалӑх университетӗнчи радиоэлектроника тата автоматика факультетӗнчи студентсем ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Вӗсен ытти регионти ятарласа телевиденипе телекоммуникаци енӗпе пӗлӳ паракан аслӑ шкулсенче ӑс пухакансемпе тупӑшма тивӗ. Ҫамрӑксем Сергей Чумаров кафедра ертӳҫи патӗнче вӗренеҫҫӗ. Кунта пӗлӳ илнӗ ҫамрӑксем Раҫҫейри тата ытти ҫӗршыври пысӑк предприятисенче ӗҫлеҫҫӗ. Телевиденипе радио тата кино производстви - хӑйнеевӗрлӗ тытӑм. Конкурсра палӑрас тесен вӑл ӗҫе лайӑх пӗлмелле. Чи малтан конкурс Томскра, унтан Самарӑра, пӗлтӗр Дон ҫинчи Ростовра иртнӗ. Конкурс финалӗ кӑҫал ҫу уйӑхӗнче Новосибирскра пулать. Ӑна Раҫҫей патшалӑх телерадиокомпанийӗн вырӑнти филиалӗ йӗркелет. 

Алена Артемкина, Андрей Шоклев