Ӗҫе ҫӑмӑллатнипе пӗрлех тыр-пул тухӑҫлӑхне ӳстернӗ

Муркаш районӗнчи Суворов ячӗллӗ хуҫалӑхра вӑй хуракан ҫамрӑксем - Иван Васильев инженерпа Андрей Лопатин механизатор удобрени сапмалли машин ӑсталанӑ.

Удобрени сапмалли машина кӗҫех ҫуракине хатӗрлеме пуҫлӗҫ. Вӑл хуҫалӑхра питӗ кирлӗ. Калчана апатлантаракан техникӑна ҫамрӑксем 6 урапаллӑ тума шутланӑ. Ҫавӑнпа машин тӗрлӗ ҫула ҫӑмӑллӑн парӑнтарать. Урапасене ятарласа Мускавран саккас панӑ, удобрени салатакан хатӗре туяннӑ. Ытти пайне хӑйсемех ӑсталанӑ. Ҫутӑ тытӑмне йӗркене кӗртнӗ. Техника мӗнле пулса тухнипе кӑмӑллӑ Иванпа Андрей. Вӗсем машинӑна хӗллехи вӑхӑтра 3 уйӑхра пуҫтарнӑ. Хуҫалӑх ертӳҫи вӗсен пуҫарӑвне ырласа йышӑннӑ, ҫамрӑксен проектне пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑ. 

Алена Артемкина, Димитрий Макаров