Ҫыхӑну пахалӑхӗ лайӑхланать

Пандеми тапхӑрӗнче нумайӑшне инҫет мелӗпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Ун пек чухне паха интернет ҫыхӑнӑвӗ кирлӗ. Ҫеккунтра 500 мегабит хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа халӗ Шупашкарта пурӑнакансем те усӑ курма пултараҫҫӗ. Унпа федераци шайӗнчи "Дом.ру" телеком-оператор тивӗҫтерет.

Ҫӗнӗлӗхпе чи малтан Афанасьев урамӗнчи ҫуртсенче пуранакансем усӑ курма пуҫланӑ. Вӗсенчен пӗри - Роман Суюков. Унӑн хваттерӗнче 2 телевизор, вӗсем вай-фай ҫыхӑнупа ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ноутбуксем пур. Роман час-часах инҫет мелпе ӗҫлет. Хӑнасем те килеҫҫӗ. Вӗсем те интернетпа усӑ кураҫҫӗ. Унсӑр пуҫне арҫын онлайн-вӑйӑсем вылять. Малтан час-часах йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ пулсан, халӗ йӑлтах йӗркеллӗ. Трафик хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 600 мегабита ҫитет. "Дом.ru" телеком-операторӑн сечӗ интернета хальхи вӑтам кӑтартуран 10 хут хӑвӑртрах тухма май парать. Хӑш-пӗр хулара компани линисене ҫӗнетсе пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ тариф сӗнет. 

 

Надежда Александрова, Татьяна Самсонова, Михаил Солин