Уява килнӗ хӑнасене малтанах ҫамрӑк ӑсчахсен ӗҫӗсен куравӗпе паллаштарчӗҫ. Кунта робототехника та, ӳсен-тӑран та, тӗрлӗ литература та пур. Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем "Ӑслӑ пахча" проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Вӑл ҫӗрпе усӑ курмасӑрах, ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ешӗл ӳсен-тӑран ҫитӗнтерме май парать. Пуҫтарӑннисене Наука кунӗпе саламланӑ май, регион ертӳҫи Чӑваш Енри ӑслӑлӑхпа тӗпчев комплексӗ 32 организацие пӗрлештернине пӗлтерчӗ. Наука ӗҫне кӳлӗнекен ҫамрӑксен шучӗ ҫулсерен ӳснине палӑртрӗ. Кӑҫал республикӑра 12-мӗш хут "Чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах" тата "Ҫулталӑк аспиранчӗ" тупӑшусем иртнӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Анастасия Алексеева ҫӗнтерӳҫӗсенчен пӗри пулчӗ.
Ҫамрӑксене наукӑна студент вӑхӑтӗнчех явӑҫтараҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче хальхи центрсемпе лабораторисем ӗҫлеҫҫӗ. Социаллӑ технологисемпе управлени факультетӗнче вӗренекен Анюта Ерлыгина наукӑпа пӗрремӗш курсранпах туслӑ. Тӑтӑшах ӑслӑлӑх конференцийӗсене, конкурссене хастар хутшӑнать. Ҫавӑнпа вӑл "Чи лайӑх студент-шыравҫӑ" ята тивӗҫрӗ.
Уявра студентсене ӑслӑлӑх ӗҫне явӑҫтарас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ вӗрентекенсене те палӑтрӗҫ, малалла та хавхаланупа тӑрӑшма сунчӗҫ.
Оксана Верликова, Андрей Шоклев