Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗ Анна Маслова ӑслӑ хатӗр шутласа кӑларнӑ

Вӑл ҫынна сӑнран уйӑрса илет, ӳт температурине виҫет тата маска тӑхӑнмаллине аса илтерет. Ӑслӑ хатӗре, паллах, чӑн малтан вӗренекенӗн тӑван аслӑ шкулӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ятарлӑ сенсор ҫынсене сӑнран уйӑрса илет. Ҫавӑн пекех хӑш вӑхӑтра килнине тата тухса кайнине астуса юлать. Ку информацие кирек хӑш вӑхӑтра та тӗрӗслеме пулать. Пандеми вӗҫленсен терминал урӑхларах ӗҫлеме пуҫлӗ. Ӑна пӳрне йӗрӗсене те палӑртмалла тӑвасшӑн. Аннӑн проекчӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнчех ҫуралнӑ. Шухӑшне чир сарӑлнипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру сӗннӗ. 

 

Надежда Александрова, Наталия Егорова, Владимир Синдеев