Тӗпчевҫӗсене, ӑсчахсене, вӗрентекенсемпе вӗренекенсене саламлама килнӗ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев малтанах вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнче "Эткер" ятпа уҫӑлнӑ регионти пӗрремӗш этнокультура центрне ҫитсе курчӗ. 3 пӳлӗмрен тӑракан чӑвашлӑх тӗпелӗ преподавательсемпе студентсемшӗн, аслӑ шкулшӑн - хӑйнеевӗрлӗ ҫитӗнӳ, аталану кӗтесӗ. Пӳлӗмсенче пӗтӗмпех чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ. Стенасене те наци эрешӗпе илемлетнӗ, студентсене аталанма, тӑрӑшма хавхалантаракан шухӑшсем те тӑван чӗлхепе ҫырӑннӑ.
Университетра ҫак кун шкул ачисен, студентсен, предприятисен проекчӗсенчен йӗркеленӗ анлӑ курав ӗҫлерӗ. Унта та курса тӗлӗнмелли чылай пулчӗ. Раҫҫей наукин кунне уявлама вара хӑнасем культура керменне пуҫтарӑнчӗҫ. Пухӑннисене малтанах регион ертӳҫи саламларӗ.
Уявра йӑла тӑрӑх ку е вӑл ӗҫре ҫитӗнӳпе палӑрнисене чысларӗҫ.
Алиса Александрова, Андрей Шоклев