"Пуласлӑхри инженери" наукӑпа вӗренӳ центрӗ Самар хулинче 3 ҫул каялла йӗркеленнӗ. Ҫулталӑкранах ӑна тӗнче шайӗнчи статус панӑ. Ун йышӗнче халӗ 6 регион, вӑл шутра Чӑваш Ен те. Ҫавӑн пекех чи сумлӑ аслӑ шкулсем, ӑслӑлӑх организацийӗсемпе предприятисем. Партнерӗсем хушшинче ҫӗршыври "Ростех", "Роскосмос", "РЖД" патшалӑх корпорацийӗсем.
Ҫакӑн пек пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӑслӑлӑх пӗрлешӗвӗ туса хунин тӗп тӗллевӗ - промышленноҫ тата технологи аталанӑвне ырӑ витӗм кӳресси. Пултаруллӑ ҫамрӑк вара ҫӗршывра сахал мар. Чӑваш Ен пӗлтӗр ҫак центрпа ӗҫлеме килӗшӳ тунӑ. Паян пӗр иккӗленмесӗр хамӑр сӗнӳсемпе тухма пулать. Республикӑран ӑслӑлӑх эрнине хутшӑннӑшӑн Чӑваш патшалӑх университечӗн наука енӗпе тимлекен проректорне Евгений Кадышева тата ҫак аслӑ шкулти наукӑпа техника инновацийӗсен управленийӗн ертӳҫине Рустам Александрова наградӑсем пачӗҫ.
Алиса Александрова, Наталия Егорова, Игорь Ульянов