Ҫемье ӑшшине упранипе пӗрлех вӗсем наукӑра та пысӑк ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ

Ӑслӑлӑхри хӗрарӑмсен пӗлтерӗшне Чӑваш патшалӑх университетӗнче сӳтсе яврӗҫ. Тӗл пулӑва Раҫҫей наука кунне халалларӗҫ. 

Республикӑри хӗрарӑмӗсем наукӑра мӗнле ҫитенӳсем тунӑ? Этемлӗхӗн черчен пайне паян ӑслӑлӑхра аталанма чӑрмавсем пур-и? Ҫамрӑк специалистсене тӗпчев ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тума мӗнпе пулӑшмалла? Ҫакӑ тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗҫ пуҫтарӑннисем. Тӗл пулӑва йӗркелекенсем - Чӑваш патшалӑх университечӗпе республикӑри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ. Андрей Александров ректор сӑмахӗпе, паян аслӑ шкулти вӗрентекенсенчен 60 проценчӗ - хӗрарӑмсем. Вӑл йышран ытларахӑшӗ медицина, педагогика, филологи тата биологи енӗпе ӑсчахсем. Пӗтӗмпе университетра 38 наука докторӗ, 249 наука кандидачӗ. 

Елена Дмитриева, Михаил Солин