Ӑслӑлӑх ӗҫне шкул саккинченех явӑҫаҫҫӗ

Наука кунне халалласа Шупашкарти "Кванториум" ача-пӑча технопаркӗнче вӗренекенсем хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарчӗҫ, инженери тупӑшӑвне хутшӑнчӗҫ. Пултаруллӑ ачасен ӑсталӑхне Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров хакларӗ.

Тӗп хулари 1-мӗш гимназире 9-мӗш "А" класра вӗренекен Владимир Казаков «Кванториумра» 5 ҫул ытла хушма пӗлӳ илет. Ҫак вӑхӑтра ҫамрӑк нумай проект пурнӑҫланӑ. Хальхинче вӑл фанертан пӑлан евӗр кӗнеке ҫӳлӗкӗ хатӗрленӗ. Малтанах ӗҫе ятарлӑ программӑра тунӑ. Унтан лазер станокӗпе пӗчӗк детальсем касса кӑларнӑ. Вӑл эскиз вырӑнне пулнӑ. Халӗ вара хатӗр ҫӳлӗк кӗнекесемпе туласса шанать. Паллах, ӗҫре ӑна вӗрентекенӗ пулӑшса пынӑ.

Кванториумра ачасем пӗлӗвне тӗрлӗ енпе аталантараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та проекчӗсем те кашнин уйрӑм. Биологипе, экологипе, химипе кӑсӑкланакан та нумай. Ачасем ҫавӑн пекех инженери тупӑшӑвне хутшӑнчӗҫ. Унта Шупашкарти 27-мӗш, 61-мӗш шкулсенчи, 44-мӗш лицейри вӗренекенсем, тӗп хулари тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Кванториумсен» ушкӑнӗсем пулчӗҫ. Вӗсен икӗ сехетре кӑсӑклӑ механизм пуҫтарма тиврӗ.