«Земство учителӗ» программӑна шанаҫҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи шкулсене хӑҫан ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ тата ҫамрӑк специалистсене яла мӗнпе илӗртесшӗн? Ҫакӑн пирки вырӑнти влаҫсем  Вӗренӳ министрне Алла Салаевана вӑл районта ӗҫлӗ ҫӳревпе пулнӑ май каласа кӑтартрӗҫ.   

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе министр вӗренӳ учрежденисенчи столовӑйсен ӗҫне тимлӗх уйӑрчӗ. Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче апат пӗҫермелли блока пӗлтӗр ҫӗнетнӗ. Анчах та хӑшӗ-пӗри ырӑ улшӑнусене туйса илмен.  Ашшӗ-амӑшне тепӗр чухне апат пахалӑхӗ тивӗҫтермест. Столовӑй ӗҫӗпе ашшӗ-амӑшӗ тахҫанах кӑмӑлсӑр, иккен. Пӗлтӗр кунта прокуратурӑра тӑрӑшакансем пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем те ачасене пӗчӗк порцисем панине тата подлива пурин валли те ҫитменнине палӑртнӑ. Ҫапах та столовӑйӗнче ӗҫлекенсен сӑмахӗпе,  вӗренекенсене яланах вӗри апатпа тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ.  Ҫак ыйтӑва татса парас тӗллевпе Алла Салаева вырӑнти влаҫсене шкула систермесӗр килме сӗнчӗ. Районта ытти енпе те хастартарах ӗҫлемелле. Шкулсенче пӗтӗмпе 137 педагог тӑрӑшать. Иртнӗ ҫулсенче вӗренӳ учрежденийӗсене тӑватӑ ҫамрӑк специалист ҫеҫ килнӗ. Вырӑнти влаҫсем "Земство учителӗ" патшалӑх программине шанаҫҫӗ.

 

Вероника Павлова, Игорь Ульянов