Юрӑ-кӗвӗ тӗнчине чӗнеҫҫӗ

Чӑваш Республикин композиторсен союзӗ 80 ҫул тултарнӑ ятпа юбилей концерчӗ ирттерсе видеона youtube сайтра вырнаҫтарнӑ. Ҫапла кашни кӑмӑл тӑвакан ҫӗнӗ хайлавсене пӑхма, паянхи композиторсен ӗҫне хаклама пултарать. 

Мӗнлерех шухӑш-туйӑмпа пурӑнать паянхи чӑваш композиторӗ, мӗн хавхалантарать ӑна? Паллах, тӗнчере пулса иртекен пӑтӑрмахсем халӗ пурне те пырса тивеҫҫӗ. Ҫавах та пирӗн музыка хайлакан ӑстасем тӗп вырӑна пултарулӑхра тӑван музыка илемне хураҫҫӗ, унпа хавхаланса хӑйсен итлекенӗсене те чӑваш юрри-кӗввин тӗнчине чӗнеҫҫӗ тесе калас килет интернетра вырнаҫтарнӑ концертпа паллашсан. Курас текенсен ӑна ютубра "Концерт посвящённый 80-летию Союза композиторов Чувашии" тесе ҫырмалла кӑна.

 

Александр Осипов