Ыттисенчен уйрӑлса тӑмаҫҫӗ, ҫапах та ӑратлӑ шутланаҫҫӗ

Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» ял хуçалăх кооперативĕ ăратлă выльăх йышне ÿстерсе пырать. Пĕлтĕр çак тĕллевпе унта эмбриологи центрĕ хута янă.

Нумай пулмасть вара ЭКО мелĕпе илнĕ пĕрремĕш пăрусем çут тĕнчене килнĕ. Эмбрион трансплантацийĕпе пулнă пăрусене тÿрех уйăрса илме йывăр, хăлха çинчи «Т» сас паллирен кăна пĕлме пулать вĕсене. Ун пекки кунта виçĕ пуç. «Хăйсене аван туяççĕ, тĕрĕс-тĕкел аталанаççĕ,» - теççĕ ветеринарсем.

 

Вероника Павлова, Екатерина Фомина, Семён Антонов