Ыран ҫут тӗнчене килекен пепкесем парнеллӗ пулӗҫ

Пӗрремӗш хут паллӑ тӑвакан чӑваш тӗррин кунне халалласа вӗсене эрешлӗ кипкесемпе тивӗҫтерӗҫ. 

Мӗн ӗлӗкрен кӑкӑр ачисене ҫемҫе пиртен ҫӗленӗ кипке тӑхӑнтартнӑ. Кашни тӗрӗн вара хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пур. Вӑл шутра - сыхлав палли. Ҫапла кипкесем ҫинче ачасене пурнӑҫра мӗн пур ыррине сунса илемлӗ эрешсем тунӑ. Ку вӑл ачасене чӑвашлӑха явӑҫтаракан пӗрремӗш утӑм пулать. Акцин тӗллевӗ - тӑван халӑх йӑли-йӗркине упраса ӑна ӑруран ӑрӑва куҫарса пырасси. Парнесене Чӑваш тӗррин музейӗнче ача ҫуратмалли ҫуртсен, медицина центрӗсен тӗп тухтӑрӗсене  пачӗҫ. Сӑмах май, ачасене кипкепе пӗрле  открытка, тетте тата Евгения Жачеван кӗнекине парнелеҫҫӗ. 

 

Елена Дмитриева, Виолетта Александрова