Ырӑ ӗҫ тӑвакансем вӗренӳре те лайӑх ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ

Правительство Ҫуртӗнче малӗмӗтлӗ те хастар ҫамрӑксене чысларӗҫ. 

Паян - студентсен уявӗ. Ҫак кун 1755-мӗш ҫулта Мускавра университет йӗркелесси ҫинчен калакан Указ кӑларнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫавӑн пекех Ҫветтуй Татиана кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Татьяна ятлӑ студентсен икӗ хут уяв.  Ун умӗн хастар хӗрсемпе каччӑсем Правительство Ҫуртӗнче пухӑнчӗҫ. Вӗсене Республика Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендине  тивӗҫнине ҫирӗплетекен свидетельствӑсем парса чысларӗҫ.

 

Алена Артемкина, Виктор Степанов.