Йӗркене  пӑсакансен шутне  чакарас тӗллевпе тӑтӑшах рейдсем ирттереҫҫӗ

Налук службинче ӗҫлекенсем обществӑлла апатлану тытӑмӗнче тата пасарсенче ӗҫ йӗркине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслерӗҫ

Любовь Горбунова предприниматель 20 ҫул ытла суту-илӳ тытӑмӗнче тӑрӑшать. Усламҫӑ аш-какай тата юр-вар сутать. Юлашки вӑхӑтра ӗҫе ҫӗнӗ технологисем анлӑ кӗрсе пынине палӑртрӗ вӑл. Сӑмахран, лавккара контрольпе касса аппаратне вырнаҫтарнӑ. Йӗрке тӑрӑх халӗ предпринимательсен онлайн кассӑсемпе усӑ курмалла. Ҫакӑ налук службине тупӑша тӗрӗс палӑртма, ҫавна май хыснана ытларах пуянлатма  тата тавар туянакансен прависене хӳтӗлеме пулӑшать.

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин