Йӗркене каллех ҫирӗплетме тивет

Республикӑра ачасемпе студентсене инҫет мелпе вӗрентме сӗнеҫҫӗ. 

Коронавируспа чирлисен йышӗ республикӑра ӳссех пырать. Иртнӗ талӑкра кӑна  107 ҫынна шута илнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа ҫак амак  11 пин те 600 ҫынна аптратнӑ. Лару-тӑру йывӑрланса пынӑ май, Чӑваш Енре вируса хирӗҫ кӗрешмелли йӗркесене те  хытарса пыма тивет. Роспотребнадзор студентсене тата 5-11-мӗш класс ачисене  инҫет мелӗпе вӗрентесси ҫине куҫма сӗнет. Кун пирки коронавирус сарӑлассине асӑрхаса тӑракан оперативлӑ штаб ларӑвӗнче калаҫу пулчӗ. 

 

Екатерина Фомина, Михаил Солин