Йӗплӗ карта хыҫӗнче ларакансене Шупашкарти камерлӑ театр спектакль кӑтартрӗ

Артистсем куракансене "А рыбы спят?" ятлӑ ҫӗнӗ ӗҫпе паллаштарчӗҫ.  Тӗл пулу Ҫӗрпӳри 9-мӗш колонире иртрӗ.

Спектакле нимӗҫ драматургӗн Йенс Рашке хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ. Унӑн режиссерӗ Оксана Погребняк каланӑ тӑрӑх, драма питӗ хӑйнеевӗрлӗ. Унта вилӗм пирки сӑмах пырать. Спектакльти ӗҫ-пуҫа ансат чӗлхепе ӑнлантарать тӗп сӑнар. Вӑл куракана ырӑ ӗҫ тума, пурнӑҫа  илем кӳме хистет.


Алена Артемкина, Лидия Галактионова, Виктор Степанов