Ялтах шкулпа ача сӗчӗ пуласса шанаҫҫӗ

Пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чакра шкул ишӗлсе аннипе пӗлӳ ҫуртне хупма тивни пирки эпир каласа панӑччӗ. Халӗ ялта ача сачӗ те ҫук. 

Аслӑ Чак тӗреклӗ ял пулни укӑлча хапхинчен кӗричченех курӑнать темелле. Кунта пурӗ 169 кил, пушӑ пӳртсем ҫукпа пӗрех. Ҫурчӗсем аслӑ та капӑр, ҫамрӑксем нумаййи тӳрех паллӑ. Апла ҫӗкленекен ялта ачапча йышлӑ. Анчах ашшӗ-амӑшне халӗ пуринчен ытла ялта пуҫламӑш классен шкулӗпе сатик ҫукки кулянтарать. Иртнӗ ҫулхи ҫуркунне пӗлӳ ҫурчӗ ишӗлсе аниччен кунта 9 ҫул вӗренмелли шкулпа ача сачӗ пӗр ҫӗрте пулнӑ. Культура ҫурчӗ умне пухӑннӑ халӑх пире пӗр-пӗрне пӳлсе пӗлтӗрхи пӑтӑрмах мӗнле йывӑрлӑх кӑларса тӑратни  ҫинчен каласа пачӗ. 

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев