Ял пурнăçĕпе киленме пĕлет, ун илемне ыттисене те кăтартать

Сăмах Элӗк тӑрӑхӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнчи Кирилл Степанов пирки пырать. Вăл хуçалăхне епле аталантарса пынине çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем сăнама пултараççĕ. 

Кирилл вăрăм хăлхаллă чĕрчунсен тĕрлĕ ăратне çитĕнтерет – калифорни, сăрă великан, шурӑ паннон. Кашнине юратса пăхать. Таса та хăтлă читлĕхсенче усрать, тĕрĕс апатлантарма тăрăшать вĕсене. Çамрăк кроликсен рационĕнче, сăмахран, пĕрчĕленĕ ятарлă комбикорм. Унта вĕсене кирлĕ витамин нумай. Кроликсен ячĕсем те пур - Фелиция, Эльза, Степашка.

Юратнă ĕçĕ пирки Кирилл Степанов çынсене интернет уçлăхĕнче каласа кăтартать. Ютубра вăл видеоблог ертсе пырать. 22 пин те 700 ытла ҫын ҫырӑннӑ ун ҫине.  Чăхсем, кăвакалсемпе хурсем, кроликсем роликсенче пĕрре мар ÿкерĕннĕ.

Кирилл хăйне çамрăк фермер, тет. Вăл - 19-та. Шкул пĕтерсен Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Хуçалăхне аталантарас тĕллевлĕ каччă ятарлă пĕлÿ илесшĕн. Çавна май Аграри университетне куçма шутлать.

Çамрăк фермер-блогера Ял хуçалăх министерстви те хавхалантарма тăрăшать. Кирила тĕрлĕ ĕç-пуçа хутшăнма йыхравлаççĕ. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл Çĕр улми куравне çитсе курнă. Нумай пулмасть вара Мускаври Тимирязев академинче иртнĕ форумран таврăннă. Унта яла ҫамрӑксене илӗртмелли, пӗрремӗш утӑм тӑвакан фермерсене пулӑшмалли майсене сӳтсе явнӑ. Сӑмах май, Кирилл хӑй те пуласлӑхра патшалӑх грантне илесшӗн.


Екатерина Фомина, Виктор Степанов