Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем уяв кӗрекинче савӑнчӗҫ

Шупашкарти Пӑр керменӗнче йӗркеленӗ кӗреке яланхи пекех пысӑк та тулӑх пулчӗ. Йăлана кĕнĕ тӑрӑх унта çитĕнÿсем тунă ĕçченсене, предприятисене чысларĕç.  

Кăçалхи çул хресченшӗн тухӑҫлӑ пулчӗ. «Хӗвелӗ те ӑшшине хӗрхенмерӗ, ҫумӑрӗ те вӑхӑтлӑ ҫуса тӑчӗ», - теҫҫӗ ҫӗр ӗҫченӗсем. Кӗлете 955 пин тонна яхӑн тӗш тырӑ кӗртсе хунӑ. Ҫакӑ пӗлтӗрхинчен самай нумайрах. Тыр-пул тухӑҫлӑхӗ те ӳссе пырать. Çитĕнĕвĕсемпе хуҫалӑхсем, апат-ҫимӗҫ тирпейлекен предприятисем ятарлă куравра паллаштарчĕç. Ӑна санитарипе эпидемиологи йӗркисене пӑхӑнса ирттерчӗҫ. Чӑваш Енре кӑларакан продукци пахалӑхӗ пысӑк пулнине  сумлӑ наградӑсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. 

 

Екатерина Фомина, Татьяна Самсонова, Михаил Солин, Вадим Владимиров, Виктор Степанов