Ял хуҫалӑх министерстви удобрени кӑларакан компанипе килӗшӳ турӗ

Акана тухмалли вӑхӑт ҫывхарать. Вӑл кал-кал, кӑлтӑксӑр ирттӗр тесен мӗн кирлине ҫӗр ӗҫченӗсен хальтерех хатӗрлесе хума васкамалла.

Минераллӑ удобренисем кӳрсе килес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем пулмалла мар, теҫҫӗ ял хуҫалӑх министерствинче. Шупашкарта иртнӗ ҫӗр улми куравӗнче вӑл "ФосАгро" компанипе килӗшӳ турӗ. 2019-мӗш ҫулта республикӑра тыр-пул, ҫӗр улми нихҫанхинчен нумай пухса кӗртнӗ. Кӑҫал та кӑтартусене чакарма юрамасть.

 

Екатерина Фомина, Екатерина Янгалакова