Вырӑс православи чиркӗвӗ халӑха килӗсенче кӗлӗ тума ыйтать

Ҫавах та хальлӗхе чиркӳсем ӗҫлеҫҫӗ. 

Аслӑ типӗ вӑхӑтне шута илсе пачӑшкӑсем кашни  эрнерех кӗлле кӗреҫҫӗ.  Чиркӗве ҫӳрекенсен йышӗ вара чӑнах та палӑрмаллах чакнӑ. Ҫакӑ уйрӑмах хуласенче сисӗнет. Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава халӑха чир-чӗр сарӑлма пултарнӑ вӑхӑтра чиркӗве ҫӳремесӗрех килте кӗлӗ тума тӑрӑшмаллине каланӑ. Ҫак йӗркене пӑхӑнма Кирилл Патриарх та ыйтнӑ. Уйрӑмах аслӑ ҫултисен килӗсенче ларсан аван. Чиркӳсенче вара халӗ ҫынсене чир-чӗр алхаснӑ вӑхӑтра вуламалли ятарлӑ кӗлӗсен пуххине валеҫеҫҫӗ. 

 

Алексей Енейкин