Вырӑнти пуҫлӑхсен явапсӑрлӑхне пула халӗ те юхӑннӑ шкул ҫуртӗнче вӗренеҫҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкул ҫуртне 2017-мӗш ҫултах хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтерменнисен шутне кӗртнӗ. Анчах унта паянхи кун та ачасем пӗлӳ илеҫҫӗ. Шкулти лару-тӑрупа Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ.

Сӗнтӗрвӑрринчи пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкул Коновалово микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Ҫурт самай юхӑннӑ: тӑрринчен шыв анать, пӳрте тытса тӑракан каштасем ҫӗрсе пӗтнӗ. Спортзалӗ те ыйтнине тивӗҫтермест: кунта ҫӑвӑнмалли, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем, туалет ҫук. Апата вара ачасен технологи техникумне ҫӳреме тивет. Мӗн курнипе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хытах кӑмӑлсӑрланчӗ. 

 


Диана Иванова, Виктор Степанов